9474 | Ҫук ҫын ҫуни хуп хыҫлӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9475 | Ҫук ҫын ҫурхах ҫакать, пур ҫын пурҫӑн ҫакать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9476 | Ҫук ҫын телейӗ куккук йӑвинче теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9477 | Ҫук ҫын укҫи тӑрналла кӑшкӑрать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9478 | Ҫук ҫын укҫине йӳн тавар пӗтерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9479 | Ҫук ҫын хӑраса пурӑнать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9480 | Ҫук ҫын чӑххине пусса ҫитерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9481 | Ҫук ҫын юри тӗпӗнче пӗр пӗрчӗк тырӑ пулмасан та шӑлса пуҫтарсан пӗр пӑт пуҫтарӑнать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9482 | Ҫук ҫынна пулӑшсан сана леш тӗнчере сӑвап пулӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9484 | Ҫук ҫыннӑн куҫӗ пысӑк тӑхӑнать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9483 | Ҫук ҫыннӑн куҫӗ пысӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9485 | Ҫук ҫыннӑн Мӑнкун та юнкун килет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9486 | Ҫук ҫыннӑн ҫӗрӗ хытӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9487 | Ҫук ҫыннӑн ҫур ҫылӑх пулсан, пуян ҫыннӑн пӗр ҫылӑх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9488 | Ҫук ҫыннӑн Турри те инҫетре. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9489 | Ҫук ҫыннӑн укҫи тӑрналла кӑшкӑрать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9490 | Ҫук ҫыннӑн хырӑмӗ те час выҫать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9491 | Ҫук ҫыннӑн чӑххи те кӑркканӑн курӑннӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9492 | Ҫук тесе ҫӗре ан кӗр, пур тесе пуҫна ҫӳле ан хур. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9493 | Ҫук чух ҫук та ҫурмалла. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9494 | Ҫук япала яланах кирлӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9495 | Ҫука кӑлӑхах ӗмӗтленсе тӑма хушман. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9496 | Ҫука юлӑн — ҫупкӑ ҫийӗн, пупа тухӑн — пылпа ҫийӗн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9497 | Ҫукӑм ҫукпа пултӑр, пуррӑм хампа пултӑр. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9498 | Ҫукӑн ачи нумай. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9499 | Ҫукӑн ҫунмасӑр камӑн ҫунмалла? | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9500 | Ҫукки симӗс курӑк та ҫитерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9501 | Ҫукки ҫуккипе тӑмасть, пурри пуррипе тӑмасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9502 | Ҫукки ҫуран ҫӳрет, пурри парпа ҫӳрет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9503 | Ҫукки Турӑра. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9504 | Ҫукки хирӗҫтерет, пурри пӗрлештерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9505 | Ҫуккине пур тума никам та ҫук. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9506 | Ҫуккине сапласах ӗмӗр иртет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9507 | Ҫуклӑх пурне те вӗрентет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9508 | Ҫуклӑх пуҫа кастарать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9509 | Ҫукпа ҫуралсан та, пурпа вилес килет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9510 | Ҫукран пур пулсан Турӑпа тан, пуртан ҫук пулсан ҫӗрпе тан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9511 | Ҫукран пура тухакан тупа тан, пуртан ҫука юлакан ҫӗрпе тан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9512 | Ҫын мулӗ кӗмесӗр ҫын пуяймасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9513 | Ҫын ялан пуянпа пурӑнмасть, ӑспа та пурӑнать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9514 | Тӗпрен пуян тӗпе пырать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9515 | Тутлӑ ҫисе пуян пулаймӑн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9516 | Тырӑ аксан тӑрри улпутӑн, ҫарӑк аксан тӗпӗ ун. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9517 | Тырӑ пулмасӑр кӗлетне ан хатӗрле. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9518 | Тырӑ пулсан чӑваш пуять, выҫлӑх пулсан — пуп пуять. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9519 | Тырӑ пур тӑк сысна усра, укҫу пур тӑк арман тыт. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9520 | Укҫа пур ҫыннӑн шыв арманӗ лартса мул пӗтнӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9521 | Улпут мулӗ юхӑнтӑр, юрлин пурнӑҫ сыпӑнтӑр. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9522 | Усал пуян кутӑн ҫын пулать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
9523 | Хатӗрлесе хурсан пуйнинчен те аван. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |